Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ

Раҫҫейре
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru
Ҫӑлкуҫ: tulasmi.ru

Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ «Раҫҫей чӗлхисем 2026» федераллӑ акцие хутшӑнать. Акцие хутшӑнакансене тутар е чӑваш чӗлхипе сӑвӑ вуламалла, унтан вертикаллӑ видео ҫырса халӑх тетелне вырнаҫтармалла. Вуланӑ чухне сӑввӑн куҫарӑвне е унӑн кӗске содержанине ҫырса памалла, тата мӗнле чӗлхепе вуланине палӑртмалла.

Акцие Раҫҫейри наци вулавӑшӗ, ҫав шутра Тутарстан, Дагестан, Мордва тата Чӑваш Республикисен вулавӑшӗсем, хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑ вуланӑ ролике Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗн «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи страницӑра «ЯзыкиРоссии2026» хештегпа вырнаҫтарса пырӗҫ.

Акцие «Регион 71» информаци агентстви тата «Эпир – Раҫҫей» пӗрлехи информаципе ҫут ӗҫ проектне пурнӑҫлакансем те пулӑшаҫҫӗ. Ку проект пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Акци тӗллевӗ – Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхне тата пӗр-пӗрне ӑнланнине ҫирӗплетесси.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tulasmi.ru/n57263.html
 

Чӑвашлӑх
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн

Хӗвел модулӗсене туса кӑларакан «Хӗвел» тата «Хитре» чӑваш бренчӗ пӗрлехи коллекципе паллаштарнӑ. Мероприятие вӗсем Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхне халалланӑ.

Коллекцие хальхи промышленноҫ йӑх тымартан уйрӑлса тӑманнине кӑтартмашкӑн йӗркеленӗ. Предприяти Чӑваш Енре вырнаҫнӑ, пуласлӑх валли продукци кӑларать, хавхаланӑва регионта илет.

Компани ячӗ пӗтӗм коллекци тӗпӗ пулса тӑнӑ. Принтсенче тӗнчене тата килӗшӗве кӑтартакан символсемпе, «пур тата пулатпӑр» паллӑсемпе усӑ курнӑ. «Хитре» этно-бренд дизайнерӗ хӑйне евӗр принтсем шухӑшласа кӑларнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
obr.belregion.ru сайтри сӑн
obr.belregion.ru сайтри сӑн

Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ.

Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ.

Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ.

Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ.

 

Вӗренӳ
Ҫӑлкуҫ: chrio.rchuv.ru
Ҫӑлкуҫ: chrio.rchuv.ru

Раҫҫей Федерацийӗнче Раҫҫей халӑхӗсен перлӗхӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май патшалӑх шайӗнче тӑван культура ҫинчен вырӑсла сочиненисен тата вырӑс культури пирки тӑван чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсен конкурс йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра регионти тапхӑр пырать: шкул ачисемпе студентсем вырӑс культурине сӑнласа паракан чӑвашла хайлавсем ҫырса хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурсри ӗҫсене пилӗк ӳсӗмпе хаклӗҫ: 4-5 классенче вӗренекенсем; 6-7 классенче пӗлӳ пухакансем; 8-9 класа ҫӳрекенсем; 10-11 классенчи ачасемпе профессиллӗ пӗлӳ паракан организацисен студенчӗсем; аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем.

Регионти тапхӑр икӗ пая пайланать. Чи малтан муниципалитетсемпе вӗренӳ заведенийӗсен шайӗнче иртӗ. Кунта кашни хутшӑнма пултарӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Иккӗмӗш пайӗ акан 10-мӗшӗпе 20-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл республика шайӗнче пулӗ, унта умӗнхи пайра ҫӗнтернӗ ӗҫсем хутшӑнӗҫ. Иккӗмӗш пая вӗренӳ институчӗ куҫӑмсӑр майпа ирттерӗ.

Конкурса хутшӑнмалли темӑсен йышӗпе вӗренӳ институчӗн сайтӗнче паллашма пулать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 02

1932
94
Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1932
94
Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1965
61
Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ.
1977
49
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та